Меню

Эпе хам та пукане

Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫирӗммӗш сыпӑк

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.22 22:23

Пуплевӗш: 187; Сӑмах: 1947

— Ку шкулта чухнех, тахҫанах пуҫланчӗ, — терӗ Ромашов малалла. — Это началось давно, ещё в школе, — продолжал Ромашов. Уроксене сан пекех ирӗккӗн калас тесен, манӑн ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех лармаллаччӗ. — Я должен был просиживать ночи, чтобы ответить урок так же свободно, как ты. Укҫа ҫинчен шухӑшласшӑн марччӗ эпӗ, мӗншӗн тесен укҫа сана ним чухлӗ те илӗртменнине курсах тӑраттӑм. Мне хотелось не думать о деньгах, потому что я видел, что деньги нисколько не занимают тебя. Эпӗ сан пекех пулма ӗмӗтленеттӗм, эсех пуласшӑнччӗ, эсӗ яланах пур ҫӗрте манран ҫӳлерех те вӑйлӑрах иккенне курса асапланаттӑм. Я мечтал стать таким, как ты, стать тобою, и мучился, потому что всегда и во всём ты был выше и сильнее, чем я.

Чӗтӗреме тытӑннӑ пӳрнисемпе вӑл сӗтел ҫинчи кӗленче коробкӑран пирусне илчӗ те чӗртесшӗн пулчӗ. Трясущимися пальцами он вынул из стеклянной коробочки, стоявшей на столе, папиросу и стал искать огонь. Эпӗ тивертрӗм. Я чиркнул зажигалкой. Вӑл чӗртсе тӗтӗмне ӑшне илчӗ те пирусне пӑрахрӗ. Он прикурил, затянулся и бросил.

— Хушӑран сана урамсенче тӗл пулаттӑм, — хапхасенчен кӗре-кӗре пытанса эпӗ сан хыҫҫӑн мӗлке пек ҫӳреттӗм. — Случалось, что я встречал тебя на улицах, — прячась в подъездах, я шёл за тобою, как тень. Театрта пулсан, эпӗ сан хыҫна пырса лараттӑм, турӑҫӑм, мӗнрен уйрӑлса тӑраттӑмччӗ-ши вара эпӗ санран? Я сидел в театре за твоею спиной. И, кажется, боже мой, чем же отличался я от тебя? Анчах эпӗ сцена ҫинче урӑххине курнине пӗлеттӗм, мӗншӗн тесен пурин ҫине те санӑнни пек мар, урӑх куҫпа пӑхнӑ эпӗ. Но я знал, что вижу другое на сцене, потому что на всё смотрел другими глазами, чем ты. Ҫапла ҫав, пирӗн тавлашу пирӗн Катя пирки кӑна пымастчӗ. Да, не только Катя была нашим спором. Хам мӗн туйса тӑни пур ҫӗрте те кирек хӑҫан та сан туйӑмупа кӗрешетчӗ. Всё, что я чувствовал, всегда и везде боролось с тем, что чувствовал ты. Ҫавӑнпа эпӗ сан ҫинчен пӗтӗмпех пӗлеттӗм те: эсӗ Атӑл таврашӗнче ял-хуҫалӑх авиацийӗнче ӗҫлерӗн, унтан вара Инҫетри хӗвелтухӑҫӗнче. Вот почему я знаю всё о тебе: ты работал в сельскохозяйственной авиации на Волге, потом на Дальнем Востоке. Каллех Ҫурҫӗре каясшӑнччӗ эсӗ — сана хирӗҫ пулчӗҫ. Ты снова стал проситься на Север — тебе отказали. Вара эсӗ Испание тухса кайрӑн — тупата, ку ӗнтӗ мана асапланса та тертленсе ӗмӗтленни хӑй тӗллӗнех пурнӑҫа кӗнӗ пек туйӑнчӗ. Тогда ты поехал в Испанию. Господи, это было так, как будто всё, над чем я трудился долгие годы, неожиданно совершилось само! Анчах эс таврӑнтӑн — йӗрӗнсе кӑшкӑрчӗ Ромашов, — ҫавӑнтан вара санӑн кун-ҫул пӗтӗмпех ӑнса пычӗ. Но ты вернулся! — с отвращением закричал Ромашов, — И с тех пор всё пошло хорошо у тебя. Эсӗ Катьӑпа Энск хулине куҫса кайрӑн, — куратӑн-и, эпӗ пурне те, ху тахҫан маннине те, пӗлсе тӑратӑп вӗт. Ты поехал с Катей в Энск… Видишь, я знаю всё и даже то, что ты давно забыл. Эсӗ телейлӗ те, ҫавӑнпа манма та пултарнӑ, эпӗ — манман, телейӗм ҫук ҫав манӑн. Ты мог забыть, потому что был счастлив, а я — нет, потому что несчастен.

Вӑл хыпӑнса сывларӗ те куҫне хупрӗ, каллех куҫне уҫрӗ те, ун куҫӗнче темӗнле урӑ та ытла ҫивӗччи, ҫак еккине янӑ чухне калакан сӑмахсенчен вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫетре тӑраканни йӑлтлатса илчӗ. Он судорожно вздохнул и закрыл глаза. Потом открыл, и что-то очень трезвое, острое, бесконечно далёкое от этих страстных признаний мелькнуло в его быстром взгляде. Эп ӑна сӑмах чӗнмесӗр итлерӗм. Я молча слушал его.

— Уйрасшӑнччӗ ҫав эпӗ сире, мӗншӗн тесен ҫав юрату санӑн пӗтӗм пурнӑҫӑнтан тӗлӗнмелле телейлӗ пулса пыратчӗ. — Да, я хотел разлучить вас, потому что эта любовь всю жизнь была твоим удивительным счастьем. Вилес пек хапсӑнаттӑм сана, эсӗ акӑ ху юратас тенине ҫеҫ юрататтӑн, эпӗ тата ӑна санран уйӑрса илес тенипе те юрататтӑм. Я умирал от зависти, думая, что ты любишь просто потому, что любишь, а я — ещё и потому, что хочу отнять её у тебя. Санпа юрату ҫинчен калаҫни кулӑшла та пулса тухать пулӗ! Быть может, это смешно, что с тобой я говорю о любви! Пӗтрӗ ӗнтӗ пирӗн хирӗҫӳ, выляса ятӑм ӑна эпӗ, халь эсӗ сывах та чипер иккенӗпе танлаштарсан тинех мӗне тӑтӑр манӑн хамран хам кулни; шӑпам каллех мана улталарӗ! Но кончился спор, я проиграл. И что теперь для меня это унижение в сравнении с тем, что ты жив и здоров и что судьба снова обманула меня!

Вӑл темшӗн Ромашова чӗнмерӗ. Но почему-то не позвал Ромашова.

— Вара вӑрҫӑ та пуҫланчӗ. — И вот началась война. Эпӗ хам кайрӑм. Я сам пошёл. Манӑн броня пурччӗ, ҫапах кунта юлма килӗшмерӗм, Вӗлерсен — пит лайӑх! У меня была броня, но я отказался, Убьют — и прекрасно! Ӑшӑмра эпӗ эс вилессе шанаттӑм, эс вилессе! Но втайне я надеялся — ты погибнешь, ты! Винница патӗнче эпӗ аслӑк айӗнче выртаттӑм. Под Винницей я лежал в сарае, Пӗр летчик кӗчӗ те алӑк патӗнчех чарӑнса тӑчӗ, аллинче хаҫатчӗ унӑн. когда один лётчик вошёл и остановился в дверях, читая газету. «Курӑр-ха, ачасем! — терӗ вӑл вуланӑ май. — Ҫунса кайнӑшӑн питӗ шел». «Вот это ребята! — сказал он. — Жаль, что сгорели». — «Кам?» — «Кто?» — «Григорьев капитан хӑй экипажӗпе». — «Капитан Григорьев с экипажем». Хаҫат ҫинче мӗн ҫырнине пин хут вуласа тухрӑм эпӗ, пӑхмасӑр калатӑп. Я прочёл заметку тысячу раз, я выучил её наизусть. Анчах тепӗр темиҫе кун иртсен сана эпӗ эшелонта тӗл пултӑм. Через несколько дней я встретил тебя в эшелоне.

Читайте также:  Как сделать баню из готового бруса

Хӑй кӗтнӗ шанчӑкне пӳлнӗшӗн, эп вилменшӗн вӑл мана хамах хӗрхенме ыйтнӑ пек калаҫни мана уйрӑмӑнах тӗлӗнтерчӗ. Это было очень странно — то, что он как бы искал у меня же сочувствия в том, что, вопреки его надеждам, я оказался жив. Анчах вӑл хӗрсе кайнипе хӑй кулӑшла пулса тӑнине те сисмерӗ. Но он был так увлечён, что не замечал нелепости своего положения.

— Малалла мӗн пулнине эс пӗлетӗн ӗнтӗ. — Ты знаешь, что было потом. Аташнӑ ҫав эпӗ, ун ҫинчен калама та намӑс! Бред, о котором мне совестно вспомнить! Поезд ҫинчех-ха эсӗ Катя ҫинчен шухӑшламан пек пулни мана тӗлӗнтерчӗ. Ещё в поезде меня поразило, что ты как бы не думал о Кате. Ҫав пыльчӑк та йӗркесӗрлӗх сана асаплантарнине пӗлеттӗм эпӗ, анчах каялла чакасси ан пултӑр тесе эсӗ пурнӑҫна пама та хатӗрччӗ. Я видел, что эта грязь и бестолочь терзают тебя, но всё это было твоим, ты отдал бы жизнь, чтобы не было этого отступления. Маншӑн вара ку эс каллех манран ҫӳлте тӑнине те вӑйлӑраххине кӑтартса пачӗ. А для меня это значило лишь, что ты снова оказался выше и сильнее меня.

Шӑпланчӗ вӑл. Он замолчал. Тӗнчере нихҫан та ӑвӑслӑх кати те, йӗпе ҫулҫа куписем те, хама сулӑнса ҫапма кансӗрлекен вутӑ сыпписем те пулман тейӗн ҫав, ал вӑйӗпе ҫӗре тӗренсе «Ромашов, ҫаврӑн!» тесе калас мар тесе тӑрӑшса эпӗ пӗртте выртман тейӗн ҫав. Как будто и не было никогда на свете осиновой рощи, кучи мокрых листьев и поленницы, которая помешала мне размахнуться, как будто я не лежал, опершись руками о землю и стараясь не крикнуть ему: «Вернись, Ромашов!» — Ман умра тирпейлӗ сӑрӑ костюмлӑ хисеплеме тивӗҫлӗ господин ларать. так он сидел передо мною, представительный господин в лёгком сером костюме. Аллӑм та сӑрӑлтатса кайрӗ манӑн — тем пек ӑна пистолетпа ҫапса ярас килчӗ. У меня даже руки заныли — так захотелось ударить его пистолетом.

— Алӑ пус, ӑншӑрт! — терӗм эпӗ ӑна шартах сиктерекен сасӑпа, шӑлӗ ҫине шӑлӗ ларми пулчӗ унӑн. — Подписывай, подлец! — сказал я таким голосом, что он отодвинулся с ужасом и как-то медленно, словно нехотя, застучал зубами.

Вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ, тен шӑпах ҫакӑн чух мана ӑвӑс катинче персе пӑрахманшӑн пӗтӗм чунӗпе кӳренчӗ пуль! Он посмотрел на меня и, должно быть, вот когда от всей души пожалел, что не прикончил меня в осиновой роще!

— Акӑ Ленинграда та ҫитрӗм. — И вот Ленинград. Унта мӗн пулнине эс пӗлме те пултараймастӑн. Ты не представляешь, что это было. Эпӗ виҫҫӗр грамм ҫӑкӑр илеттӗм, ҫуррине Катя валли илсе пыраттӑм. Я получал триста грамм и половину приносил Кате. Декабрь уйӑхӗ иртес чух манӑн кӑштах глюкоза тупма май пулчӗ, ӑна Катя патне илсе ҫитериччен пӳрнемсене ҫыртса кышларӑм. В конце декабря мне удалось достать немного глюкозы. Я искусал себе пальцы, пока нёс её Кате. Катя кравачӗ умне ҫитсе ӳкрӗм те, вӑл мана «Миша», терӗ. Я свалился подле её постели, она сказала: «Миша!» Анчах манӑн ҫӗкленме халӑм ҫукчӗ. Но у меня не было силы подняться. Эп хӑтартӑм ӑна, — терӗ те вӑл салхуллӑн, хама ӗнентерме пултараймасран тем пек хӑрани каллех ӑна ӑсран ячӗ, — хам вилмен пулсан, эпӗ уншӑн та, саншӑн та кирлӗ пулассине пӗлсех тӑтӑм. Я спас её, — мрачно повторил он, как будто страшная мысль, что я могу не поверить, снова поразила его, — и если сам не погиб, то лишь потому, что твёрдо знал, что нужен ей и тебе.

— Саншӑн та. — Да, и тебе. Сковородников Катьӑна эсӗ вилнӗ тесе ҫырса пӗлтернӗ, эпӗ ҫитнӗ ҫӗре вӑл хуйхӑра-хуйхӑра вилес пек пӗтсе кайнӑччӗ. Сковородников написал ей, что ты убит, — она была полумёртвая от горя, когда я приехал. Эпӗ сана куртӑм тесе каласа кӑтартсан кайран курӑсӑнччӗ Катя епле савӑнса кайнине. И ты бы видел, что с нею сталось, когда я сказал, что видел тебя! Ҫав самантра ӑнлантӑм та эпӗ хам епле йӗрӗнчӗк иккенне, — терӗ Ромашов пӗтӗм сасӑпа та хыттӑн, ҫав сасӑран алӑк патӗнче ларакан Вышимирский те пуканӗ ҫинчен ӳкнӗ пек илтӗнчӗ. Я понял в эту минуту, что жалок… — полным голосом сказал Ромашов так громко, что в передней послышался даже какой-то стук, точно Вышимирский свалился со стула. Ромашов малалла каларӗ: — ҫав юрату умӗнче йӗрӗнчӗк иккен эпӗ. Ромашов продолжил далее: — жалок перед этой любовью! Хам сана вӗлересшӗн пулнӑшӑн ҫав самантра ытла хытӑ ӳкӗнтӗм. И горько, мучительно раскаялся я в эту минуту, что хотел убить тебя. Сана вӗлерни ултавлӑ утӑм пулнӑ пулӗччӗ. Это был ложный шаг. Сан вилӗмӳ мана пурпӗрех телей кӳмен пулӗччӗ. Твоя смерть не принесла бы мне счастья.

Читайте также:  Одежда для турецкой бани

— Пӗтертӗм. — Да, кончил. Январьте мана Хвойнӑй станцине командировкӑна ячӗҫ, икӗ эрнелӗхе кайсаттӑм эпӗ, какай илсе пытӑм, анчах хваттер пушахчӗ. В январе меня командировали в Хвойную, я отлучился на две недели, привёз мясо, но квартира была уже пуста. Эс паллатӑн пуль Варя Трофимовӑна, вӑл Катьӑна самолетпа ӑсатнӑ. Варя Трофимова — наверно, ты знаешь её, — отправила Катю самолётом.

— Илтӗм. — Да. Анчах унта Катя эвакопунктра пулни ҫинчен кӑна пӗлтерчӗҫ, ӑна Ленинградран пынӑ чирлисен больницине янӑ. Но там только написано, что она прошла через эвакопункт и отправлена в больницу для ленинградцев.

Сӗтел сунтӑхӗнчен ҫыру илсе кӑтартрӗ. Он нашёл в столе и подал письмо. «Всполье станцийӗ, — тесе вуларӑм эпӗ. — Эсир ыйтнине хирӗҫ…» «Станция Всполье, — прочитал я. — В ответ на ваш запрос…»

— Эппин мана итле, — хӗремесленес марччӗ тесе тем пек тӑрӑшса каларӑм Ромашова. — Так слушай же меня, — стараясь не волноваться, сказал я Ромашову. — Катя валли мӗн-мӗн кӑна тумарӑн пулин те эпӗ сана ниепле те каҫарма пултараймастӑп. — Я не могу прощать или не прощать тебе, что бы ты ни сделал для Кати. Ман пирки вара ху мӗн хӑтланса пӗтни вӑл иксӗмӗр хушшӑмӑрти хирӗҫӳ мар. Это уже не наш личный спор, после того что ты сделал со мной. Мана, аманнӑскере, вӑрманта ҫаратса пӗр-пӗччене пӑрахса хӑварса, пӗтӗмпех вӗлерсе пӑрахас тенӗ чух, эсӗ пӗр мана хирӗҫ кӑна мӑр тӑтӑн. Не со мной спорил ты, когда хотел добить меня, тяжело раненного, обокрал и бросил в лесу одного. Эсӗ ҫар ӗҫӗ енӗпе айӑпа кӗтӗн. Это воинское преступление. Ҫав айӑпа тунӑшӑн сан ҫине чи малтанах присягӑна пӑсакан ирсӗр ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхӗҫ. Ты его совершил, и тебя прежде всего будут судить как подлеца, который нарушил присягу.

Эпӗ ӑна тӳрех куҫран пӑхрӑм, пӑхрӑм та — тӗлӗнсе кайрӑм. Я взглянул ему прямо в глаза — и поразился. Вӑл мана итлемерӗ. Он не слушал меня. Пусма тӑрӑх такамсем иккӗн-виҫҫӗн хӑпаратчӗҫ, ура сассисем янравлӑн илтӗнсе кайрӗҫ. Кто-то поднимался по лестнице, двое или трое; стук шагов гулко отдавался в лестничной клетке. Ромашов канӑҫсӗр пӑхса илчӗ те ура ҫине тӑчӗ. Ромашов беспокойно оглянулся, привстал. Шаккарӗҫ, унтан шӑнкӑртаттарчӗҫ. Постучали, потом позвонили.

— Эпӗ килте ҫук, тейӗр. — Скажите, что меня нет дома.

Иккӗн пырса кӗчӗҫ. Вошли двое: Пӗри, салху сӑнне-питне пӑхсан, хуҫалӑха йӗркеллӗ пӑхакан ҫын пек туйӑнать те, управдом пулмалла, вӑтам ҫулхи ҫын, тепри ҫамрӑкскер, пуҫне чипер картуз тӑхӑннӑ, сӑпайскер, ӑна эпӗ домоуправленире курсаттӑм. пожилой мужчина, очевидно управдом, судя по угрюмому, хозяйскому выражению лица, и тот молодой с медленными движениями, в хорошенькой кепке, которого я видел в домоуправлении. Ҫамрӑкки кӗрсенех ман ҫине пӑхрӗ, унтан васкамасӑр Ромашова куҫларӗ. Сперва молодой посмотрел на меня, потом не торопясь на Ромашова:

— Ҫук, — терӗ Ромашов хӑйне ҫирӗп тытма тӑрӑшса; унӑн хускалми пичӗ ҫинче темле пӗр шӑнӑрӗ ҫеҫ туртӑнса илчӗ. — Не имеется, — отвечал Ромашов почти хладнокровно. Только какая-то жилка билась на его неподвижном лице.

— Николай Иваныч, ку нимӗне тӑман ӗҫех, — хыттӑн каларӗ Ромашов таҫти тепӗр пӳлӗмрен, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн япалисене ҫурӑм миххине чикетчӗ. — Николай Иванович, это чушь, ерунда! — громко сказал Ромашов откуда-то из второй комнаты, где он собирал в заплечный мешок свои вещи. — Ҫав пыршӑ-пакарта пирки тухнӑ ухмах историшӗнех чӗнеҫҫӗ ӗнтӗ. — Я вернусь через несколько дней. Всё та же глупая история с требухой. Астӑватӑр пуль, эп сире каланӑччӗ — леш, Хвойнӑйран илсе килнӗ пыршӑ-пакарта ҫинчен. Помните, я рассказывал вам: требуха из Хвойной.

Вышимирский каллех шӑлӗсене шатӑртаттарчӗ. Вышимирский снова лязгнул. Вӑл нимӗнле пыршӑ-пакарта ҫинчен те илтменни таҫтанах паллӑ. По всему было видно, что он никогда не слыхал ни о какой требухе.

— Саня, эсӗ Катьӑна Ярославльте тупасса шансах тӑратӑп, — тата хыттӑн каларӗ Ромашов, — эс кала ӑна… — Саня, я надеюсь, что ты найдёшь её в Ярославле… — ещё громче сказал Ромашов, — Передай ей…

Ромашов миххине ӳкерчӗ те кӑштах куҫне хупса тӑчӗ, эпӗ ӑна тепӗр пӳлӗмрен пӑхса тӑтӑм. Я видел из передней, как он уронил мешок и немного постоял с закрытыми глазами.

— Айӑп ан тӑвӑрах, сирӗн пӗр стакан шыв тупӑнмӗ-ши, — терӗ Вышимирскине чипер картузли. — Виноват, не найдётся ли у вас стакана воды? — сказал Вышимирскому человек в хорошенькой кепке.

Вышимирский тултарса пачӗ. Вышимирский подал. Халӗ ӗнтӗ пурте алӑк патӗнчи пӳлӗмреччӗ — ҫурӑмӗ ҫине михӗ ҫакнӑ чӗмсӗр Ромашов, алчӑранӑ Вышимирский аллинчи пушӑ стаканӗпех. Теперь все стояли в передней: Ромашов с мешком за спиной, управдом, который так и не сказал ни слова, растерянный Вышимирский с пустым стаканом в руке. Пӗр минутлӑха пурте шӑпланчӗҫ. Минуту все молчали. Унтан агент алӑка тӗкрӗ. Потом агент толкнул дверь:

Вӑхӑтӑм пулнӑ пулсан, мӗн пулса иртнине чухлама тӑрӑшнӑ пулӑттӑм, шӑпа Мускав милицийӗ урлӑ Ромашов хваттерне ҫитсе пирӗн пуҫланӑ сӑмаха пӗтериччен уямасӑр татрӗ. Вероятно, если бы у меня было время, я бы постарался найти глубокий смысл в том, что судьба, явившись на квартиру Ромашова в лице представителя московской милиции, так решительно помешала закончить наш разговор. Анчах поезд Ярославле 20 сехет те 20 минутра тухса каятчӗ, манӑн тумаллисем пайтахчӗ-ха: Но поезд в Ярославль отходил в 20.20, а мне ещё нужно было:

Читайте также:  Совместить печь для бани и обогрев

а) Слепушкин патне пырса ӗҫе пӗтермеллеччӗ, ҫав ӗҫ хӑех сехет ҫурра яхӑн вӑхӑтӑма йышӑнать; а) явиться к Слепушкину, и не только явиться, но оформить, что могло занять часа полтора;

б) наградной отдела кӗмелле — Мускавра чухнех-ха хыпар илсеттӗм мана тепӗр Хӗрлӗ Ялав орденне памалла тунӑ тенине, наркоматра эпӗ документ та илме пултаратӑп; б) зайти в наградной отдел — ещё в М-ове я получил известие, что мой второй орден Красного Знамени утверждён и я могу получить в наркомате документ;

Унсӑр пуҫне тата Ромашов ҫинчен ҫар прокурорне ҫырса пӗлтермелле. Кроме того, мне ещё нужно было написать о Ромашове военному прокурору.

Ҫаксене тӑвасси маншӑн кирлех пек туйӑнчӗ, поезд кӗтмеллӗх юлнӑ тӑватӑ-пилӗк сехет хушшинчи пурнӑҫӑма шӑпах ҫак тертленӳсемпе ирттерес тесеттӗм. Всё это казалось мне совершенно необходимым, то есть моя жизнь в оставшиеся до поезда четыре или пять часов должна была состоять именно из этих забот. Чӑннипе, манӑн Валя Жуков патне ҫеҫ таврӑнмалла пулнӑ иккен, унта ҫитмешкӗн пилӗк минут ҫеҫ утмаллаччӗ. А на самом деле мне нужно было просто вернуться к Вале Жукову, от которого я был в пяти минутах ходьбы, Вара тен, кам пӗлет — Ромашов ман умра тӳрре тухасшӑн мӗн суйса та мӗн чӑннине арпаштарса калани ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑт ҫитнӗ пулӗччӗ-и.
Эпӗ Арбат плошадӗнче чарӑнса тӑрсаттӑм. и тогда — кто знает? — у меня, может быть, нашлось бы время даже и для того, чтобы подумать над той смесью правды и лжи, которой пытался оправдаться передо мною Ромашов.
Я даже постоял на Арбатской площади: «Пӗр-ик минутлӑха Валя патне кӗрсе тухас мар-и», терӗм. «Не заглянуть ли хоть на две минуты к Вале?» Анчах Валя патне кӗрес вырӑнне сухал хыртарма кӗтӗм, Географически управленине кӗриччен ҫавӑнтах ҫухана та ҫӗннипе улӑштарса ҫӗлӗп терӗм, Управленире мана пӗр контрадмирал тепӗрин патне кӗртесшӗнччӗ. Но вместо Вали я зашёл в парикмахерскую — нужно было побриться и сменить воротничок, прежде чем являться в Гидрографическое управление, где один контр-адмирал намеревался представить меня другому.

Шӑпах 17 сехетре эпӗ Слепушкин патне пытӑм, 18-мӗш сехетре мана ГУ кадрне кӗртрӗҫ те чи Инҫетри Ҫурҫӗре, хайхи Р. патне ӗҫе кӗме, командировка пачӗҫ. Ровно в семнадцать часов я пришёл к Слепушкину, а в восемнадцать был уже зачислен в кадры ГУ с откомандированием на Крайний Север, в распоряжение Р. Ик-виҫӗ ҫул ӗлӗкрех пулсан, ҫак канцелярилле сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн ман куҫ умне инҫетри-инҫетри сӑрт-тусем тухса тӑнӑ пулӗччӗҫ; халӗ акӑ, тӗрлӗ ӗҫпе те пӑшӑрханупа вӗресе тӑнӑ май, удостоверенине те ним асилмесӗрех кӗсьеме чикрӗм, кӑлӑхах Р. юлташа Управленирен телеграф тӑрӑх Ярославльпе ҫыхӑнма сӗнмерӗм тесе ӳкӗнтӗм. Два или три года тому назад за этими скупыми канцелярскими словами открылась бы передо мною далёкая дикая линия сопок, освещённая робким солнцем первого полярного дня, а теперь, полный забот и волнений, я машинально сунул удостоверение в карман и, думая о том, что напрасно не попросил Р. снестись с Ярославлем по военному телеграфу, вышел из управления.

Наградной отделта пулса сехет ҫурӑ вӑхӑтӑма ҫухатни ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ. Не буду рассказывать о том, как я потерял полтора часа в наградном отделе, и так далее. Анчах Мускаври ҫак асран кайми юлашки тӗлпулу ҫинчен манӑн каласа памаллах. Но об этой последней в Москве памятной встрече я должен рассказать.

Ытла ӗшеннӗскер, ҫурӑм миххине хӑрах алла тытрӑм, тепӗр аллӑмра чемодан, эпӗ «Охотнӑй рядри» станцинче метрона антӑм. Очень усталый, с заплечным мешком в одной руке, с чемоданом в другой, на станции «Охотный ряд» я спустился в метро. Ӗҫлес кунӑм иртрӗ, 1942-мӗш ҫулхи ҫуллахи вӑхӑтра метрора ирӗкчӗ пулин те эскалатор умӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑратчӗ. Служебный день кончился, и хотя летом 1942 года в метро было ещё просторно, перед эскалатором стояла толпа. Куҫса пыракан лента хирӗҫ ҫӗкленетчӗ. Движущаяся лента поднималась навстречу. Эпӗ, ҫак ывӑнтаракан та тертлӗ куна пула Мускава та кураймарӑм тесе шухӑшласа илтӗм те Мускав ҫыннисем ҫине пӑхма тытӑнтӑм. Я всматривался в лица москвичей, вдруг подумав, что за весь этот хлопотливый, утомительный день так и не увидел Москвы. Катаранах эпӗ картузлӑ пӗр лӳппер ҫынна асӑрхарӑм, тӑваткӑл хулпуҫҫиллӗ пальтопаччӗ вӑл, хӑй улӑхмастчӗ, ҫак шавлӑ машина ӑна хӑҫан-ха ҫӳле ҫӗклетсе ҫитерӗ тесе, кӑмӑлне хывнӑ чухнехи пек кӗтсе, ишсе пыратчӗ. Издалека приметил я грузного человека в толстой кепке, в пальто с широкими квадратными плечами, который не поднимался, а плыл, вырастал, снисходительно дожидаясь, когда доставит его наверх эта шумная машина. Вӑл Николай Антоновиччӗ. Это был Николай Антоныч.

Палларӗ-ши вӑл мана? Узнал ли он меня? Темӗн, ҫук-тӑр. Едва ли. Палларӗ пулсан та, мӗн ӗҫӗ пур-ха унӑн ҫак якалнӑ кительлӗ, ҫакӑр сӑмси чикнӗ илемсӗр хутаҫлӑ капитан ҫумӗнче? Но если и узнал — что было ему до какого-то маленького капитана в потёртом кителе, с некрасивым мешком, из которого торчала горбушка хлеба?

Источник статьи: http://corpus.chv.su/article/3255.html

Adblock
detector